«Çĕнтерÿшĕн!» стена хаçачĕ
Дата: 20.02.2021 Чăваш Енре 2021 çул — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулĕ. Çак çулталăка халалласа 7- мĕш классем «Çĕнтерÿшĕн!» стена хаçачĕ кăларас ĕçре тăрмашрĕç. Ачасем Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă чăваш çыннисен паттăрлăхĕпе паллашрĕç малтан, унтан «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» видеофильм пăхрĕç. Вĕренекенсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун вуншар сехет кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Хĕлле, 40 градус сивĕре, кĕреçесемпе тата лумсемпе шăннă çĕре такканă. Вĕсен çие тăхăнма ăшă тумтир пулман. Урисене те çăпата çеç сырайнă. Ачасем вăрçă вăхăтĕнче фронтра çапăçакан салтаксене çеç мар, тылри пĕтĕм халăха та чăтма çук йывăр пулнине ăнланчĕç. Çак мероприяти вĕренекенсен чĕрисенче хĕрхенÿ туйăмĕ çуратрĕ. Çав вăхăтрах вĕсем тăван халăхăн паттăрлăхĕпе мăнаçланчĕç.
Тăван çĕршыва юратни халăха вăрçă вăхăтĕнчи пĕтĕм хура-шурпа йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшни тата пирĕн, хальхи ăрăвăн, Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнчи лару-тăру çинчен яланах асра тытмалли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.

|