Тăван чĕлхесен кунне халалласа…
Дата: 18.02.2021
Тăван чĕлхесен кунне халалласа Чăваш Республикинчи Улатăр районĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Кивĕ Эйпеç вăтам шкулĕ» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕнче тăван чĕлхесен кунĕсем пуçланчĕç.
Çак кунсен тĕллевĕ – ачасен чĕлхе туйăмне ÿстересси, пултарулăхне класс тулашĕнчи ĕçсенче аталантарасси, тăван чĕлхене юратма вĕрентесси. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Малышева В.Г. малтанах планпа паллаштарчĕ, 6 – 7-мĕш класра вĕренекенсем сăвăсем каларĕç.

|